Пушкӑртстанри Якты Кул (вырӑсла ӑна Якты-Куль теҫҫӗ) ялӗнче пурӑнакансем тӗрлӗ уява хаваслӑн паллӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Aznakaevo-rt.ru сайтра Лиза Нурлыева пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑван чӗлхесен тата халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалласа музыка каҫӗ иртнӗ.
Уява хатӗрленсе вырӑнти ӑстасем ҫулталӑк элемне кӑтартакан ӳкерчӗксем тӗрленӗ. Якты Култи юрӑ-ташӑ ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Сцена ҫинче тӗрлӗ халӑх юрри-кӗвви янӑранӑ. Вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе, тус-тӑванлӑн пурӑнаҫҫӗ, хӑна-вӗрле пухса пӗр-пӗринпе пӗр кӗрекере савӑнаҫҫӗ.
Чӑвашсене хӑшӗ-пӗри ниепле те тӗрӗксен йышне кӗртесшӗн мар. Пире Европа енне те, ҫармӑссем енне те туртакансем сахал мар.
Кунта ӗнтӗ, паллах, чи пысӑк сӑлтавсенчен пӗри тӗн ыйтӑвӗ тӑрать. Ара, пур тӗрӗксем те вӗт-ха, ытларах енӗпе мӑсӑльмансем — тутарӗсем те, пушкӑрчӗсем те, казахӗсем те, Китайри уйгурсем те. Азербайджансемпе турккӑсем пирки калаҫу та ҫук. Хӑшӗ-пӗри вӗсемпе пире нимӗн те ҫыхӑнтарма пултараймасть тесе ӗнентересшӗн.
Паян пӗр термин пирки пӗлтӗм. Иккен, казахсен йӑла пур — асар ятлӑ. Пирӗн чӗлхери хӑш сӑмахпа тӳр килет тесе шутлатӑр? «Ниме»-не пӗлтерет иккен! Терминӗ те самаях сарӑлнӑ, пирӗн ниме пирки пӗлсех каймаҫҫӗ пулсан, асар пирки пӗлеҫҫӗ — имӗш ку тухӑҫ халӑхӗсен йӑли.
Ятарласах этимологи сӑмахсарӗсене тишкертӗм — ара, тӗрӗк чӗлхи шутне кӗретпӗр пулин те мӗншӗн терминӗ расна-ши текен ыйту канӑҫ памарӗ. Федотов ниме пирки шарламасть. В. Г. Егоровӑн словарӗнче вара пур. Ак ҫапла ӑна ӑнлантарнӑ:
НИМЕ, диал. ВИМЕ уст. «помочь», «бесплатная общественная помощь», «работа миром для односельчанина за угощение» (жатва, молотьба, перевозка купленного сруба из соседней деревни и пр.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсен тепӗр чикки урлӑ каҫни пирки пӗлтерет — чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ 700 пин урлӑ каҫнӑ. Кӑҫалхи ҫулталӑка лаборатори 652 пин те 732 мӑшӑрпа пуҫланӑччӗ — ҫапла май вара вӑл вӑхӑтранпа пурӗ 47 пин ытла ҫӗнӗ мӑшӑр хатӗрлеме ӗлкӗрнӗ. Нарӑс уйӑхӗнчех ку вӑхӑт тӗлне 20 пине яхӑн ҫӗнӗ мӑшӑр хутшӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра мӑшӑрсен ытларах пайӗ илемлӗ литературӑран тӑрать. Ҫавах ытти тӗслӗхсем те сахал мар: саккунсем те пур, спектакльтен илнӗ тӗслӗхсем те, хыпарсем те, хаҫат-журналсенче пичетленнӗ статьясем те.
Аса илтеретпӗр, чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 2019 ҫулхи ака уйӑхӗнче тӗплӗн пуҫӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра мӑшӑрсен йышӗ 37 пинрен ҫеҫ иртнӗ пулнӑ. Икӗ ҫул хушшинче ҫапла май 700 пине яхӑн мӑшӑр пуҫтарма ӗлкӗрнӗ. Кӑҫалхи план тӑрӑх пӗтӗмӗшле мӑшӑрсен йышне пӗр миллион таран ҫитересшӗн. Малалли планра чӑвашларан вырӑсла куҫарнӑ хайлавсем тӑнӑран (чӑвашлине те вырӑслине те электронлӑ хурмӑна куҫарма тивӗ) ку ӗҫ тӗллеве ҫитерме йывӑртарах пулин те лабораторире тӑрӑшакансем паянхи кун ӑна пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ.
«Чӑваш кӗнеке издательстви 2020-мӗш ҫулта «Чӑваш чӗлхи: 9-мӗш класс валли» кӗнеке кӑларчӗ», — тесе пӗлтерет Вӗренӳ институчӗ. Унӑн авторӗсем — Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗсем Ю.М. Виноградов, А.С. Егорова, Л.Г. Петрова.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш чӗлхине 9-мӗш класра вӗренме кӑларнӑ кӗнеке тӑрӑх шкул ачисем ҫыхӑну паллиллӗ хутлӑ предложенисен икӗ тӗсӗпе – сыпӑнуллӑ хутлӑ предложенисемпе, пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложенисемпе паллашаҫҫӗ, вӗсемпе чӗрӗ пуплевре тата ҫырура усӑ курма хӑнӑхаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне авторсем хӑш-пӗр сӑмахӑн этимологине ӑнлантарнӑ, пуплевпе грамматика йӑнӑшӗсене, вӗсене тӳрлетмелли мелсене кӑтартнӑ.
Аякри Эстонире пурӑнакан хастар чӑвашсем тӑван чӗлхемӗре хисеплеҫҫӗ. Ҫавна палӑртакан пулӑмсенчен пӗри вӑл — «Радио 4» эфирӗнче «Ӑраскал» радиокӑларӑм тӑтӑшах янӑрани. Хальхинче ӑна ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, эстони вӑхӑчӗпе 19 сехет те 35 минутра итлеме май килнӗ.
Кӑларӑма ертсе пыракан Ираида Захарова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, черетлӗ кӑларӑма инҫетре пурӑнакан ентешсене халалланӑ. «Тӗрӗссипе каласан, ӑҫта кана чӑваш пурӑнмасть–ши?! Эпир тӗнчипех сапаланса кайнӑ, анчах та ку сӑлтав пире хамӑр культурӑпа кӑсӑкланма, йӑла – йӗркене йӗрлеме, чӗлхене упрама пӗрре те чӑрманатакан сӑлтав пулса тӑмалла мар–ҫке… Хамӑрӑн ентешсемпе мухтанмалӑх пур…», — тет Эстонири хастар йӑхташӑмӑр Ираида Захарова.
Пушкӑртстанра 8-11 классенче тӑван чӗлхепе литературӑн, ҫав шутра чӑваш чӗлхипе те республика шайӗнчи олимпиада иртнӗ.
Хальхинче ӑна «Тӑван чӗлхе тӗнчинче» портал-новигаторта онлайн мелӗпе ирттернӗ. Тӑван чӗлхесен олимпиадине Пушкӑртстан Республикинчи вӗрентӳ заведенийӗсенчи 292 вӗренекен 189 тутар ачи, 46 чӑваш ачи, 39 мари ачи, 18 удмурт ачи хутшӑннӑ. Ачасен пултарулӑхне шкулта мӗнле программӑпа вӗрентнине шута илсе хак панӑ.
Республикӑри чӑваш чӗлхипе литература олимпиадинче вырӑс программине пӑхӑнакан шкулсенчи пӗлӳ учрежденийӗсем хушшинче Мияки районӗнчи Еспуҫ, Ҫӗнӗ Хурамал, Кармаскалӑ районӗнчи Тинӗскӳл, Пишпӳлек районӗнчи Кистенлӗ шкулӗсенчи ачасем малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ.
Тӑван чӗлхепе вӗрентекен программӑна суйласа илнӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсен хушшинче Авӑркас районӗнчи Меселпуҫ, Ҫӗньял шкулӗсенчи вӗренекенсем мала тухнӑ тесе пӗлтернӗ вырӑнти «Урал сасси» хаҫатра.
Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче шкулсем В.П. Станьял, Е.А. Майков, О.А. Вишнева, Г.Л. Никифоров ҫырса-пухса хатӗрленӗ «Тӑван литература, 9 класс» вӗренӳпе вулав кӗнекипе пуянланнӑ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх. вӗренӳпе вулав кӗнекин авторӗсем тӑххӑрмӗш класра чӑваш халӑхӗн сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен паха хайлавӗсене, ҫыруллӑ литература аталанӗвне авалхи тӗрӗк тапхӑрӗнчен пуҫласа XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗ таран вӗрентме палӑртнӑ. Чӑваш литератури аталанӑвне истори тапхӑрӗсем ҫине таянса ӑнлантарнӑ.
Вӗренӳпе вулав кӗнекинче 8 пай. Унта «XX ӗмӗрти литература» пай тӗп вырӑн йышӑнать. «XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи литература» пайӗнче паянхи пурнӑҫ ыйтӑвӗсене хускатакан ҫыравҫӑсен – А. Хмыт, В Туркай, М Карягина – хайлавӗсене кӗртнӗ.
«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатса пынӑ май пӗлмен ҫыравҫӑсен, куҫаруҫӑсен, журналистсен ячӗсене чылай тӗл пулма тиврӗ. Ҫавна май вӗсем пирки сире те пӗлтерес терӗм.
Чӑн та, чӑваш ҫыравҫисем пирки хатӗрленӗ чи анлӑ кӗнекесенчен пӗри вӑл — Петӗр Ялкир хатӗрленӗ «Литературный мир Чувашии». Чӑн та пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ, кам-кам кӑна ҫук пуль унта. Ҫавах ӑна ниепле те тулли кӗнеке тесе хаклама ҫук. Вырӑсларан чӑвашла куҫаракансем унта чылай пулин те хӑшӗ-пӗрин ячӗ ҫук ҫав. Пӗрисене шыраса тупайман, теприсем сиксе юлнӑ, виҫҫӗмӗшӗсене, тен, юриех кӗртмен. Акӑ Михаил Рубцовах илес. Николай Гоголӗн, Аркадий Гайдарӑн, Иван Тургеневӑн, тата ытти ытлашшиех те паллӑ мар ҫыравҫӑсен хайлавӗсене пит нумай вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ. Анчах Ялгирӑн справочникне лекеймен.
Елчӗк ҫӗрӗнче ҫуралнӑскер, Елчӗк районӗн «Колхоз ялавӗ» хаҫатӑн яваплӑ секретарӗ. Ӗмӗрӗ унӑн вӑрӑмах пулман, ҫавах Лев Толстойӑн «Казаксем» тата Эммануил Казакевичӑн «Ҫӑлтӑр» повеҫсене чӑвашла куҫарма ӗлкӗрнӗ.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта вӗҫӗмех тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ, мӗн те пулин ҫӗннине шухӑшласа кӑларма ӑнтӑлаҫҫӗ.
Шкулти «Ӑста калем» кружока ҫӳрекенсем журналистикин пӗрремӗш утӑмне тунӑ май хӑйсене тележурналист вырӑнӗнче туйса курнӑ.
Кружок ертӳҫи, шкулта чӑваш чӗлхипе литеатурие вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, 8 класра вӗренекенсем 9 класс ачисенчен интервью илнӗ.
Кружок ертӳҫипе ун пулӑшуҫи Наталья Никифорова аслӑ пионервожатӑй (видео ӳкерессишӗн тата ӑна монтаж туса йӗркене кӗртессишӗн Наталья Станиславовна яваплӑ) малтанхи кӑларӑмра 8 тата 9 класра вӗренекенсене пурне те явӑҫтарас, кӑсӑклантарса ярас тӗллев лартнӑ. Ҫитес кӑларӑмсенче вӗсем шкулти ытти ачана та хутшӑнтарма палӑртнӑ.
Нумаях пулмасть ЧР Наци вулавӑшӗ ыйтса пӗлмелли службӑна хута янӑ. Вӑл чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ.
Вӑл е ку сӑмах чӑвашла мӗнле куҫнине пӗлместӗр-и? Тен, эсир сӑмах е сӑмах ҫаврӑнӑшӗн пӗлтерӗшне ӑнланмастӑр? Ҫак службӑна шӑнкӑравлама пултаратӑр. Унта ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать: 8(8352) 23-02-17 (146, 147 хушмалла).
Вулавӑш ӗҫченӗсем пулӑшу ыйтнӑ ҫынна литература та сӗнме пултараҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли служба ӗҫ кунӗсенче ҫеҫ ӗҫлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |